02:58
Nov 9, 2017
Çĕрпе пĕлĕт хушшинче, Хумлă тинĕс хĕрринче, Çил-тăманлă каçсенче итле, эс итле мана Çурхи лăпкă кунсенче Шăнкăр шыв юхамĕнче Сар хĕвелĕн куллинче итле, эс итле Эс илтсем манăн сасса, Эс ăнлансамччĕ ман чуна, Чунăм епле кĕтет, кĕтет сана савса Шурă-шурă пĕлĕтсем Туртăнаççĕ инçете Шурă-шурă кайăксем Илсе кайăр манăн ĕмĕте Шурă-шурă шухăшсем Шурă-шурă чечексем Карталанччăр ман чунра, Карталанччăр манăн ĕмĕтре Манăн ĕмĕтре Вĕçсĕр-хĕрсĕр уçлăхра Çут çăлтăрлă улăхра Шур хурăнлă катара итле, эс итле мана Мерчен-кĕмĕл сывлăмра, Тăрна куçлă тумламра Юратуллă чунăмра итле, эс итле Эс илтсем манăн сасса, Эс ăнлансамччĕ ман чуна, Чунăм епле кĕтет, кĕтет сана савса